Ял пурнӑҫӗ
![]() Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара хӗлле пулӑ тытма юратакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртуҫӑсем Яманчӳрелпе Пикшик ялӗ хушшинче вырнаҫнӑ плотинӑна пухӑннӑ. Кун пек фестивале вӗсем иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр «Елчӗк» команда ҫӗнтернӗ. Кӑҫал вӗсем ӑмӑртӑва алран алла куҫакан кубока йӑтса килнӗ. Вӑл вара кӑҫал «Лаш Таяпа» команда аллине куҫнӑ. Вӗсем пуринчен те нумайрах пулӑ тытнӑ. Аслӑ Елчӗкри Виталий Иванович Орехов чи пӗчӗк пулла ҫаклатнӑ. Вӑлах пӑра пуринчен малтан катнӑ. Патреккел ялӗнчи Смирновсем ҫемйипех килнӗ: ашшӗ, ывӑлӗ тата хӗрӗ. Мероприятие Александр Анатольевич Дмитриев фермер йӗркеленӗ. Вӑл пулӑ тытма, сунара ҫӳреме кӑмӑллать. Ҫакнашкал ӑмӑрту ирттернӗшӗн халӑх кӑмӑллӑ юлнӑ. Сӑнсем (60) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Юлашки ҫулсенче ялти вулавӑшсене хупни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. «Оптимизаци» теҫҫӗ те халӑхран пӗр сӑмах та ыйтмаҫҫӗ. Малашне вулавӑшсене пули-пулми хуптармӗҫ-мӗн. Малтан ҫынсен шухӑшне пӗлӗҫ. Кунашкал саккуна нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патшалӑх Думи пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Паллах, ку хыпар нумайӑшне савӑнтарать. Ара, ял ҫыннишӗн вулавӑш темрен те паха-ҫке: кӗнеке, хаҫат-журнал вулама, чунпа канма пулать. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Булаев палӑртнӑ тӑрӑх, ялта вулавӑш кӗнеке вуламалли вырӑн ҫеҫ мар, пӗрле пухӑнмалли пӳлӗм те. Ҫавӑн пекех вӑл Литература ҫулталӑкӗнче вулавӑшсене сыхласа хӑварас ӗҫе пурнӑҫлани пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Пуҫарӑва КПРФ та ырланӑ. Тамара Плетнева ялти вулавӑшсене халӑхран ыйтмасӑрах сыхласа хӑвармаллине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, тӗнче тетелӗ хальлӗхе никама та лайӑх ҫын туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ял старостисем паян Мӑн Турхан ялне пухӑннӑ, вӗсене пурне те кӑмӑллӑн та вашаватлӑн ялти культурӑпа сывлӑх ҫирӗплетекен центрӗн акт залӗ йышӑннӑ. Пухӑва уҫнӑ майӑн Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Николаев Станислав Андреевич старостӑсен пысӑк вырӑнне палӑртнӑ. Шӑп та лӑп вӗсем урлӑ халӑхпа влаҫ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленни пирки асӑннӑ. Ҫавӑнпа яваплӑхӗ те пысӑк. Станислав Андреевич хӑйӗн сӑмахӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен старостӑсен ячӗсене те асӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче сӑмах илнӗ тепӗр ҫын — Ҫӗмӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Рафинов Лев Геннадьевич — старостӑн ӗҫӗсене каласа тухнӑ. Ялти ҫак ҫын тавралӑха тирпейлеме пулӑшмалла, налук пухассине лайӑхлатмалла. Старостӑсенех суйлав ирттерме хутшӑнмалла, пушартан сыхланмалли ӗҫсене тумалла. Унсӑр пуҫне старостӑсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ялта мӗн-мӗн пулса иртни пирки, ялтисене вара ял тӑрӑхӗ мӗнле ӗҫлени ҫинчен пӗлтерсех тӑмалла имӗш. Ял старостисем хӑйсем те сӑмах илчӗҫ. Сӑмахран, Тӑванкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Кӗҫӗн Тӑван старости Алевтина Ташманова хӑйне шанса панӑ ялӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑвашсем Ҫӑварнине ӗлӗкех уявланӑ. Йӑлана халӗ те тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ, ялсенче пӗрле пухӑнса хӗле ӑсатаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтаҫҫӗ, катемпи тавра ташлаҫҫӗ-юрлаҫҫӗ, вӑйӑсем выляҫҫӗ. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра Ҫӑварние ҫулленех ирттереҫҫӗ. Ӑна уявласси ҫирӗпленсех пырать. Кӑҫал та ял-йыш пӗрле пухӑннӑ, пӗрле савӑннӑ. Ялти организацисен ҫыннисем командӑна пухӑнса ӑмӑртусенче тупӑшнӑ. Ҫӑварние апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе тухнӑ, алӗҫӗсен конкурсне ирттернӗ, такмаксем юрланӑ. Карл Маркс ячӗллӗ кооператив ӗҫченӗсен команди пуринчен те маттур пулса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш тумӗ тӑхӑннисем те курӑнкаланӑ. Уява ертсе пынӑ Юлия Михайлова кӑҫал тыр-пул ӑнса пултӑр тесе ЯХПК ертӳҫине Валерий Шумилова алӑпа ӑсталанӑ «ҫӑкӑр вӑчӑрине» ҫакнӑ. Уяв яланхи пекех катемпие ҫунтарнипе вӗҫленнӗ. Сӑнсем (21) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уявра Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче (Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗ) Ҫӑварни иртрӗ. Ку уява ялӗпех пуҫтарӑнчӗҫ. Ача-пӑча тӑвайккинчен ҫунашкасемпе ярӑнса савӑнчӗ, ҫамрӑксемпе ватӑсем юрӑ юрларӗҫ, ташларӗҫ. Хӗле ӑсатса ҫуркуннене йыхӑрса сценка та хатӗрленӗ. Клуб заведующийӗ Михайлова Р.А. тӑрӑшнипе тӗрлӗ вӑйӑ, ӑмӑрту иртрӗ уявра. Икӗ урам тупӑшса канат та туртрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чысларӗҫ. Чи тутли вара ҫак уявра — Ҫӑварни икерчи. Ӑна кашни килтенех илсе тухнӑ та, сӑйларӗҫ пӗр-пӗрне ял ҫыннисем. Юлашкинчен хӗл катемпине чӗртсе ячӗҫ, кӑвайт урлӑ сике-сике каҫрӗҫ, ҫуркуннене чӗнсе юрӑ шӑрантарчӗҫ. Ҫынсем ӑшӑ кунсем ҫывхарнипе савӑнчӗҫ, кулчӗҫ, вылярӗҫ. Толиккассисем Роза Анатольевнӑна ҫакӑн пек уяв туса панӑшӑн тав сӑмахӗсем каларӗҫ, пӗрле пухӑнма май пулнишӗн питӗ хӗпӗртерӗҫ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗ кӗҫех ҫывхарӗ. Республика паллӑ ҫак пулӑм 70 ҫул тултарнине анлӑ уявлама шутлать. Ҫавна май чылай ялта, вулавӑшсенче акцисемпе мероприятисем иртеҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗрен. Кашни хӑйне евӗр кӑсӑклӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрвар ялӗнчи вулавӑшра ав акци пуҫарнӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп уявӗсенчен пӗрине паллӑ тума хатӗрленнӗ май ҫынсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине сӑнлакан хайлавсене вулама сӗнеҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине нумай ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавӗсенче ҫутатнӑ. Чӑваш писателӗсемшӗн те ҫак тема ҫывӑх пулнӑ. Йӗкӗрварта «Вӑрҫа пирки кӗнеке вула» акцие ҫынсем хутшӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Малтанах Николай Чебоксаров, Йӗкӗрвар шкулӗн вӗрентекенӗ Николай Васильев, Галина Емельянова вӑрҫӑ ҫулӗсене сӑнлакан кӗнеке алла тытнӑ. Вӗсем В.Некрасовӑн «В окопах Сталинграда», В.Быковӑн «Обелиск», А.Бекӑн «Волокаламское шоссе», Б.Васильевӑн «Завтра была война» тата «В списках не значился», Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑра» хайлавӗсене вуланӑ. Вулавӑш ыттисене те акцие хутшӑнма чӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх академи пӗрлешӗвӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри пӗчӗк ялсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси тавра калаҫнӑ. Унта ЧНК президенчӗн ҫумӗ Петр Ивантаев, Ваттисен Канашӗн председателӗн ҫумӗсем Федор Карягинпа Василий Федотов хутшӑннӑ. Конференци ирттермелли вырӑна, Тури Кӑмаша ялне, ахальтен суйламан. Кунти Николай Адер усламҫӑ тӑрӑшнипе ку енӗпе ҫитӗнӳсем тунӑ. Турикӑмашасем яла ҫӗнӗрен аталантарас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ. Кунта тавралӑх та илемлӗ, пуян. Хастар, маттур ҫынсем тӑрӑшнипе кунта вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркеленӗ, ял старостине суйланӑ, яла аталантармалли тӑхӑр ҫуллӑх план хатӗрленӗ. Николай Адер колхоза ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Кунта вӑрманлӑ, ҫавна май пилорама ӗҫлет. Ялта шыв пур, ҫулсене ҫӗнетнӗ, фонтан та сирпӗтет. Ял ҫыннисем тӑватӑ хутлӑ культура центрӗпе мухтанма пултараҫҫӗ. Унта йӑлтах пур: лавкка, аптека, спортзал, вулавӑш, музей, мунча… Район центрне каймалла та мар — кунтах веҫех пур. Конференцие Чӑваш халӑх академийӗн ертӳҫи Евгений Ерагин ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Мӑрат ялӗ пӗчӗкех мар. Унти 167 килте 331 ҫын пурӑнать. Вырӑнти Кавал ял тӑрӑхӗ унти ҫынсем хастар та ӗҫчен тесе ӗнентерет. Ӗҫре пиҫӗхме кӑна мар, канма та пӗлеҫҫӗ иккен вӗсем. Ҫакна ҫирӗплетме вырӑнти тӳре-шара ял ҫыннисем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ тесе палӑртать. Ял пурӑнать. Апла тӑк унӑн малашлӑхӗ пур. Хӗллехи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗнче вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем концерт кӑтартаҫҫӗ. Ҫыхарса килекен Сӑваплӑ Валентин кунне халалалласа (ку уяв ют ҫӗршывран килнӗскер пулин те аслӑ ҫулхисем те юлашки вӑхӑтра ун пирки пӗлме тытӑнчӗҫ) Кивӗ Мӑратра культура ӗҫченӗсем концерт лартнӑ. Аслисемпе пӗрле ачасем те сцена ҫине хӑпарнӑ. Вӗсем сӑвӑ вуланӑ, Сӑваплӑ Валентин тата Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗсемпе саламсем янӑратнӑ. «Истори кӗтесӗ» курав та йӗркеленӗ. Унта пирӗн несӗлӗмӗрсем хуҫалӑхра усӑ курнӑ авалхи йывӑҫ хатӗрсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ял ҫыннисен пуҫлӑхсенчен ыйтса пӗлмелли яланах тупӑнать Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйне евӗр экзамен витӗр тухаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫ-хӗл пирки вӗсем халӑх умӗнче отчет тӑваҫҫӗ. Ун йышши пухусене районти пуҫлӑхсем те ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗнче ҫӑлпуҫсемпе, чӳкҫырмисемпе, вӑрманхӗррисемпе иртнӗ. 5 пине яхӑн ҫынлӑ ял тӑрӑхӗнче — 1920 кил. Иртнӗ ҫул ял тӑрӑхӗнче 17 ача ҫуралнӑ. 2013 ҫулта пепке ҫуратакансем ытларах пулнӑ, ун чух ҫут тӗнчене 47 ҫӗн кайӑк килнӗ. Сӑмах май, вилекенсен йышӗ пӗлтӗр унчченхинчен нумайланнӑ. Ҫут тӗнчерен 67 ҫын уйрӑлнӑ, ку вӑл — унчченхинчен 14 ҫын ытларах. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑм ӑшӑтмалла туса пӗтернӗ май халӗ ҫынсем кирек хӑҫан та ӑшӑра лараяҫҫӗ, сывлӑш температурине те хӑйсене кирлӗ пек тытса тӑраяҫҫӗ. Кирек хӑш тӑрӑхри пекех, ҫул-йӗр ыйтӑвне те манаймӑн. Хӗлле юртан тасатмалла, ҫулла шӑтӑк-путӑка сапламалла. Вырӑнти хыснара пӑхса хӑварнӑ 400 пин тенкӗ укҫа йӑлтах хӑй вырӑнне тупнӑ. Ҫӑлпуҫ ялне вара ҫурхи шыв илсе аптӑратнӑ та, унран сыхланас тесе дамба купаланӑ. Ялсенче ытти ӗҫ те тупӑнсах тӑнӑ: ҫӑл тасатнӑ, шыв насусӗсем ылмаштарнӑ, ватӑ йывӑҫсене касса тирпейленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Турикас Тушкил ачисем юр тасатаҫҫӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтеренпе 70 ҫул ҫитнӗ май палӑксемпе обелисксене тӗрӗслесе тӑрас ыйтӑва Культура министерстви хӑй ҫине илни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ ведомство ӗҫченӗсем районсене тухсах тӗрӗслеме тытӑннӑччӗ. Йӗркене кӗртме волонтерсене явӑҫтарасси пирки те сӗнекенсем пулнӑччӗ. Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти вӑтам шкулта ун пек отряда йӗркеленӗ те. Йыша шкул ачисем кӗнӗ. Волонтерсем ял тӑрӑхӗнчи палӑксемпе обелисксене йӗркене кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ачасене шаннӑ ӗҫ кӑткӑсах мар. Эрнере пӗрре вӗсен палӑк тавралли юра тасатмалла. Нумаях пулмасть ку ӗҫе ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Саша Андреев, Мария Камасева, Сергей Серафимов, Ксения Иванова тухнӑ. Вӗсем Турикас Тушкилти палӑк таври тултарса лартнӑ юра тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |